Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чуччу - Александр Васильев

Чуччу, чуччу - хаваслӑ самант
Чуччу, чуччу - ик мӑшӑр ҫунат
Чуччу, чуччу - хаваслӑ самант
Чуччу, чуччу - ик мӑшӑр ҫунат

Тӑхта васкамашкӑн, ачалӑхӑм ман
Чуччу ярӑнмашкӑн питех те аван
ӑҫтан-ха тупайӑн кун пек тивлете
Вӗҫет йӑмра айӗн чуччу инҫете
Вӗҫет йӑмра айӗн чуччу инҫете

Чуччу, чуччу - хаваслӑ самант
Чуччу, чуччу - ик мӑшӑр ҫунат
Чуччу, чуччу - хаваслӑ самант
Чуччу, чуччу - ик мӑшӑр ҫунат

Сап-сарӑ кӗтрекӗн ҫиҫет Хура ту
Ачалӑх иртет те, килет юрату
ҫунатлӑ та ирӗк ҫут ӗмӗт кун чух
Каллех кайӑк евӗр вӗҫет ав чуччу
Каллех кайӑк евӗр вӗҫет ав чуччу

Чуччу, чуччу - хаваслӑ самант
Чуччу, чуччу - ик мӑшӑр ҫунат
Чуччу, чуччу - хаваслӑ самант
Чуччу, чуччу - ик мӑшӑр ҫунат

Епле манса кайӑн чуп-чуп уйӑхне?
Лаштра йӑмра айӗн чуччу вӗҫнине
Тӑхта васкамашкӑн шух яшлӑхӑм ман
Чуччу ярӑнмашкӑн чӑнах та аван
Чуччу ярӑнмашкӑн чӑнах та аван

Чуччу, чуччу - хаваслӑ самант
Чуччу, чуччу - ик мӑшӑр ҫунат
Чуччу, чуччу - хаваслӑ самант
Чуччу, чуччу - ик мӑшӑр ҫунат

Тӑхта васкамашкӑн, ачалӑхӑм ман
Чуччу ярӑнмашкӑн питех те аван
ӑҫтан-ха тупайӑн кун пек тивлете?
Вӗҫет йӑмра айӗн чуччу инҫете
Вӗҫет йӑмра айӗн чуччу инҫете...


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

reflejo тӳрлетнӗ, информацие 2006-02-06 23:01:00 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4510 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем